X-PDF

Конспект урока по родному (чувашскому) языку на тему Чĕнÿ сăмахĕсем для 5 класса

Поделиться статьей

Пĕтĕмĕшлепĕлÿ паракан муниципаллă бюджет учрежденийĕ

«ЧăвашРеспубликин  Елчěк районěнчи Лаш Таяпари

 В.В.Андреевячěллě пěтěмěшле пěлÿ  паракан вăтам шкул».

 

 

 

 

 

 

Чĕнÿсăмахĕсем,

вĕсенечарăну паллисемпе уйăрасси

 

 

 

5-мĕш класра чăвашчĕлхипе ирттермелли уçă урок конспекчĕ

 

 

 

 

 

 

ЛеонтьеваИрина Анатольевна

 

ЛашТаяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипелитература учителĕ

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Урок теми: Чĕнÿсăмахĕсем, вĕсене чарăну паллисемпе уйăрасси.

 

 Уроктĕсĕ: çĕнĕ темăна вĕрентмелли урок.

Сапăрлăх тĕллевĕ:  Пĕр-пĕриншухăшне, калаçăвне итлеме хăнахтарасси;                                            

                               ачасен тавçăрулăхĕпе ăнкарулăхне аталантарасси; сăпайлă, тÿрĕчунлă                                     

                                пулма вĕрентесси.

 

 Пĕлÿтĕллевĕ: Чĕнÿ сăмахĕсемпе паллаштарасси, вĕсене чарăну палли лартса уйăрмавĕрентесси.

 Аталантарутĕллевĕ: Ачасене пуплевре чĕнÿ сăмахĕсене тупма, вĕсемпе усă курма, чарăнупаллисемпе тĕрĕс уйăрма хăнăхтарасси.   

Технологисем:сывлăха сыхлас, информаципе коммуникации, харкамлăх тата ушкăн пултарулăхневăйлатас, культурăсене тĕпе хурса вĕрентес,  шырав, тĕпчев, вăйă.

Урокмелĕсемпе меслечĕсем: учительсăмахĕ, ачасен калаçăвĕ, ыйту-хурав, юптару вулавĕ, число диктанчĕ çырни, словарь ĕçĕ,  виçĕ енлĕ дневник,  слайд – кадрсемпе усă курни.

Пуплевеаталантармалли хăнăхусем:

—  юптарăва илемлĕ вуласси, шухăшнепалăртасси,

— пĕр-пĕрне ыйту пама, хуравлама хăнăхасси

Словарьĕçĕ:1.Юптару – ăса вĕрентекен, ытарлăн çырнă сăвăллă хайлав. 2. Синквейн –ятарлă правилăсемпе çырăнакан, пилĕк йĕркерен тăракан, мĕн калас тенине уçсапаракан литература хайлавĕ.

Кăтартухатĕрĕсем: компьютер,экран, проектор

Урокраусă курмалли курăмлăх хатĕрĕсем: ачасем валли хатĕрленĕ презентации,карточкăсем,  А.Д.Кăлканăн юптарăвĕсем, юптарусем патне ÿкернĕ ÿкерчĕксем, виçĕенлĕ дневник.

 

Урокэпиграфĕ:

Вĕреннĕ çын виçĕ айванран ирттерет

 

 

Урок юхăмĕ:

I. Класа йĕркелени:  ачасем йĕркеленсе  ларни.Дежурнăй паянхи числона калани.

II.Урока йĕркелесе янă тапхăр

1.Числодиктанчĕ çырни.

Предложениевулăр. Çак предложени патне панă ĕçсене тăвăр.

АлександрКăлканăн юптарăвĕсене çитĕннисем те, ачасем тевулама юратаççĕ.

1)Предложени никĕсĕнчен запятойсене кăларăр. (1-1=0)

2)Пулнă число çумне пĕр йышши членсене хушăр. (0+2=2)

3)Предложени хутсăр пулсан пулнă числона 1 çине пайлăр, енчен те хутлă предложенипулсан 2 çине пайлăр. (2:1=2)

4)Пулнă числона кĕçĕн членсен шучĕ çине хутлăр. (2x3=6)

Хуравĕ:6.

2.«Синтаксис» темăпа ачасем пĕр-пĕрне ыйтусем параççĕ.

Тĕслĕхрен,Саша, эсĕ синтаксисăн мĕнле единицисене пĕлетĕн?  (Синтаксис единицисем – сăмахмайлашăвĕ тата предложени).

Марина,тытăмĕ енчен мĕнле сăмах майлашăвĕсем пулаççĕ? (Тытăмĕ енчен анлă тата ансăрсăмах майлашăвĕсем пулаççĕ).

Анлăтата ансăр сăмах майлашăвĕсем, Петя, пĕр-пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ? ( Ансăрсăмах майлашăвĕ – хăй (тулли) пĕлтерĕшлĕ икĕ сăмах пĕрлешĕвĕ,  анлă сăмахмайлашăвĕ – виçĕ е ытларах сăмах перлешĕвĕ).

Предложениникĕсĕ тенине мĕнле ăнланатăн эсĕ, Коля? (Предложени никĕсĕ шутне полежащи татасказуемăй кĕрет).

III.Урок темипе тĕллевне пĕлтерни.

1.Ыйту– хурав.

1)Сире ыйту панине эсир мĕнле пĕлтĕр?

2)Кама е мĕне те пулин чĕнсе каланине пĕлтерекен сăмаха мĕнле сăмах теççĕ?

3)Паянхи урокра эпир сирĕнпе мĕн çинчен калаçăпăр?

(Тетрадьçине паянхи числона, урок темине çырса хуни).

2.Учитель сăмахĕ. Паянхи урокра эпир сирĕнпе чĕнÿсăмахĕсем çинчен вĕренĕпĕр. Чĕнÿ сăмахĕсемпе вырăнлă, пĕлсе усă курни пирĕнпурнăçа чылай çăмăллатать. Кам хăйĕн пуплевĕнче чĕнÿ сăмахĕсемпе пĕлсе усăкурать, вăл хуть кампа та пĕрчĕлхе тупма  пултарать.

IV.Урок темипе ĕçлени.

1.Доска çине çырнă предложенисене вулăр. Чĕнÿ сăмахĕсене тупăр. Çырура вĕсенемĕнле палăртнине калăр.

1) Эй, Çĕр улми аври,

     Эсĕ ытлапуян:

    Ав çулçусеммĕн чухлĕ сан!

                                       (Юхма Мишши)

 

2) Мухтав сана, тертлĕХура çăкăр!

    Мухтав сана, тырăасти!

                                    (А.Воробьев)

 

3) Асаматкĕперĕ, савăнтар пире.

                                        (И.Чермаков)  

 

4) Çул çинчехăрушă мар-и, Ухатер пичи?

                                                            (Хв. Уяр)

 

2. ыйту — хурав

·        Предложениремĕншĕн чĕнÿ сăмахĕсемпе усă кураççĕ? (Кама е мĕне те пулин чĕнсе калама)

·        Чĕнÿсăмахĕсем мĕнле сăмахсенчен пулаççĕ? (Чĕнÿ сăмахĕсем çынна пĕлтерекенсăмахсенчен, тĕрлĕ япаласемпе пулăмсене палăртакан сăмахсенчен, çын ячĕсенченпулаççĕ)

 

·        Чĕнÿсăмахĕсем миçе сăмахран тăраççĕ? ( Чĕнÿ сăмахĕсем пĕр сăмахран е темиçесăмахран тăраççĕ. Пĕр сăмахран тăраканнисене – ансăр, темиçе сăмахрантăраканнисене анлă чĕнÿ сăмахĕсем теççĕ).

 

·        Чĕнÿсăмахĕ предложенире хăш вырăнта тăма пултарать? (Чĕнÿ сăмахĕ предложенипуçламăшĕнче, варринче, вĕçĕнче те тăма пултарать)

 

·        Чĕнÿсăмахĕсене çырура мĕнле палăртаççĕ? (Çырура чĕнÿ сăмахĕсене запятой лартсауйăраççĕ). Каланă чухне? (Каланă чухне сасă хăпарать, унтан кĕске чарăнупулать)

 

·        Чĕнÿсăмахĕсем предложенире мĕнле член пулаççĕ? (Чĕнÿ сăмахĕсем предложении членĕпулмаççĕ, нимĕнле ыйтура та тăмаççĕ, предложенин нихăш членне те пăхăнмаççĕ).

 

3.Çыхануллăпуплеве аталантарасси. (Ушкăнпа ĕçлени)

 

Кашниушкăна Александр Кăлканăн юптарăвĕсене валеçсе панă. (1 №-лĕ хушса пани)

 

·     Умăртиюптарусене вулăр. Юптарусенчен чĕнÿ сăмахĕсем пур предложенисене тупăр, чĕнÿсăмахĕсем хăш вырăнта тăнине сăнăр. Схемăсем тăвăр. (Доска  çинче схемăсенехупласа хунă).

  4. Ĕçсене тĕрĕслени. Ачасем чĕнÿ сăмахĕсемлĕ предложенисене çырса илеççĕ,чĕнÿ сăмахĕсене аялтан йĕр туртаççĕ, доска çинчи схемăсене пăхса çыпăçтараççĕ.( Предложени пуçламăшĕнче таракан чĕнÿ сăмахĕсемлĕ предложенисене 1-мĕш юпана,предложени варринче тăраканнисене 2-мĕш юпана, предложени вĕçĕнче тăраканнисене3-мĕш юпана çыпăçтармалла).

V. Канусаманчĕ. Куçсене кантарса илетпĕр.

VI.Вĕреннине çирĕплетни.

1.Вăйă. Каснă татăксенчен ÿкерчĕкпуçтарасси. (А. Кăлканăн «Хăравçă мулкач»

юптарăвĕтăрăх ÿкернĕ ÿкерчĕке каснă та ушкăнсене валеçсе панă. 2 №-лĕ хушса пани. ). Хăшушкăн маларах пуçтарса пĕтерет.

·     Ÿкерчĕкеçыпăçтарăр. Юптарăвăн ятне калăр. Çак ÿкерчĕкри сăнарсен хушшинче мĕнле калаçупулса иртет-ши? (Ÿкерĕке çыпăçтарнă хыççăн юптарăвăн текстне валеçсе паратăп).

 

 

Ÿкерчĕк. «Хăравçă мулкач»

    — Эй, тытăр, тытăр çав вăрра!

   — Мĕн çухăран? – тет Тилĕ Мулкача. –

Кам хывнăччĕ унта сукмак?

Е пĕлмĕç терĕн-и, ухмах?

Сана, паллах,

Хăвна суд тумалла!..

 

— Мĕскер эс, тусăм!.. Манвалли

Сахал-им, -тет, — хăва хулли?

 

Тархасшăн, тусăм, ан пĕтер:

Вĕшле йытта эс ан пĕлтер.

 

 

2. Ĕçсене тĕрĕслени. Кашниушкăн хăйĕн предложенине вулать, чĕнÿ сăмахĕсене тупать. Вĕсен предложениривырăнĕ пирки калать.

 

3. Предложенин мĕнле членĕ чĕнÿ сăмахĕпекех тĕп падежри япала ятĕнчен пулать?

 

1) Савнă Шупашкарăм, эп сана хамюррăмра мухтарăм

2) Кунсерен хăнасем йышăнать Шупашкарăм.

 

·     Çакикĕ предложение вулăр. Палăртнă сăмахсем подлежащи е чĕнÿ сăмахĕ пулнине калăр.Предложенисем тăвăр. Пĕр сăмахах пĕр предложенире подлежащи пултăр, тепринче –чĕнÿ сăмахĕ.

4.Картăчкăсемпе ĕçлесси. (Мăшăрпа ĕçлесси).

Кашнипарта çине картăчкăсем хурса паратăп. Эсир пĕрне суйласа илетĕр.

1 №-лĕ карточка.

Схемăсем тăрăх предложени тăвăр.

1.     [Ч,…]!

2.     […,Ч, …].

3.     […,Ч]?

2№-лĕ карточка.

Предложенисеневулăр. Чĕнÿ сăмахĕсемлĕ предложенисене çырса илĕр. Чарăну паллисене лартăр.Схемăсене тăвăр.

1.Ачасем вăрманÿстерес ĕçе пикенсех хутшăнаççĕ.

2. Тавах тăванчĕлхем сана тавах.

3. Чуна пырсативет кашни сăмах.

4. Ай шăнкăрти çăлкуçĕ санпа эп калаçам куçран пăхса.

 

3 №-лĕ карточка.

36, 14, 23, 1, 30,2, 16 (юлташăм). Сăмаха вулăр. Çак сăмаха предложенире чĕнÿ сăмахĕ туса 3 тĕрлĕпредложени çырăр. Пĕринче вăл предложени пуçламăшĕнче, тепринче – варринче,виççĕмĕшĕнче – вĕçĕнче пултăр. Предложенисен схемине ÿкерĕр.

4 №-лĕ карточка. Творчествоĕçĕ.

 

Хăвăршкул çинчен кĕске реклама çырăр. Чĕнÿ сăмахĕсемпе усă курăр.

VII. Урокапĕтĕмлетни.

1.Ыйту– хурав.

·                   Чĕнÿсăмахĕсем çинчен паянхи урокра мĕн çĕннине пĕлтĕр.

·                    Картăчкăпаусă курса чĕнÿ сăмахĕсем çинчен каласа пама хатĕрленĕр. (4 №-лĕ хушса пани)

 

1. _____________________________________________________________________________

сăмахсене чĕнÿ сăмахĕсем теççĕ.

2. Чĕнÿ сăмахĕсене каланă чух_________________________________, ун хыççăн кĕске _____________________пулать.

3.Чĕнÿ сăмахĕсене çырура_____________________________ лартса уйăраççĕ.

4. Чĕнÿ сăмахĕсем предложенин нихăш_________________ те пăхăнмаççĕ, нимĕнле _____________  та тăмаççĕ, çавăнпапредложении _______________ пулмаççĕ.

5. Чĕнÿ сăмахĕсене кăшкăруллă интонаципекалаççĕ пулсан ун хыççăн ___________________

________________ лартаççĕ.

6.Чĕнÿ сăмахĕсем ______________________________ сăмахсенчен, ____________________

_________________________сăмахсенчен, ____________________ пулаççĕ.

 

2. Ачасен пĕлĕвне хаклани.

 

3.Рефлекси.

Представленная информация была полезной?
ДА
59.38%
НЕТ
40.62%
Проголосовало: 1194

1)     Виçĕ енлĕ дневника  тултарни.

Çак урокра мĕн çĕнни илтĕм?

Урок мана мĕнле пулма вĕрентет

Эпĕ çапла шутлатăп

 

 

 

 

2)     (Партăсемçинче тĕрлĕ тĕслĕ картăчкăсем)

·        Паянхиурокра йывăрлăхсем тĕл пулчĕç пулсан хĕрлĕ картăчкăсене çĕклĕр.

 

·        Урокраĕçлеме интереслĕ пулчĕ пулсан симĕс картăчкăсене çĕклĕр.

 

·        Урокранумай çĕннине пĕлтĕр пулсан сарă картăчкăсене çĕклĕр.

Урокрамĕнле кăмăлпа ĕçленине палăртма хăвăра килĕшекен картăчкăсене çĕклесе кăтартăр(хĕрлĕ, симĕс, сарă).

VIII. Киле ĕçпани.

1.     Хаçат – журналтан 5 предложени çырса илĕр,унта чĕнÿ сăмахĕсем пулччăр.

2.     «Чĕнÿ сăмахĕсем» темăпа синквейн çырăр.

3.     Тус-юлташăр патне çыру çырăр. Çырура чĕнÿсăмахĕсемпе усă курăр.

 

 

 1№-лĕ хушса пани

А. Кăлкан

Наян Кампур

    (юптару)

Кампур шăрăхпала аптранă,

Хашкать вăл чĕлхине тăсса.

«Кун пек ĕç тухас çук-ха манăн,

Вĕрентĕм ĕнтĕ халь ăса:

Хĕле кĕрсессĕн шур юртан

Тăватăп эпĕ хам çурта;

Вара чи пăчă вăхăтра та

Мороженăй çисевыртатăп»,-

Шутлать вăл халĕ кашни кун.

Сăлтавĕ, чăн та, «пысăк» ун.

Анчах та сивĕ хĕл хаяррăн

Килсе çитсессĕнех,мăнтарăн,

Хĕссе лартать хÿрине

Аса илет ăш çу кунне;

Уйăх çинепăхса хуллен

Йăслать вара куллен:

«Ах, сивĕ-çке! Çăватухсан,

Ятарласах шăмă пухса,

Хама валли шур пÿртлартатăп,

Вара хĕлле те ыр куратăп…»

Çапла çулхыççăн çул иртет.

Тума шутланă шур пÿрте,

Юлташăм, эс хăвах туян-тăр,

Кампур тăвать тет-ха паян та.

Ахальтен мар калать кÿрши:

-Кун пек наян ăçтапур-ши?

Шыраса пăхăр-ха: Кампур,

Тен, сирĕн хушăра та пур?

 

 

     А.Кăлкан

     Вĕçевçĕсем

       (юптару)

Кăркка хăпартланать,

Лупас урлах вĕçмешкĕн хăтланать:

-Халех,-тет вăл, -халех!..

Анчах хăпартланни ун ахалех.

-Санран пулать-и!-тет Автан.-

Çатан çинете эс ларса курман.

Манран вĕрен: тем çÿллĕшкаштана

Вĕçсе çитетĕпвăшт! кăна.

-Мухтанчăксем!- тесе вĕлт çеç

Çÿлтен вĕçсе иртет Чĕкеç.

 

 

А. Кăлкан

Чăрсăр автансем

    (юптару)

Пĕр ирхине икĕ сар автан

пĕр харăс курнă тулă пĕрчине.

-Эп куртăм чи малтан!-

пуçланă янрашма пĕри.

-Çук, эпĕ!- тенĕ тапăнса тепри,-

кĕçтет-им сан пуçу?!

Пуçланнă акăш-макăш çапăçу.

Ăна çерçиилтсе

кĕç пынă та сиксе

тул пĕрчине

кап! хыпнă та вĕçтерн йăвине.

Сисмен çакна«мăнаçлă» автансем;

Çерçи сăмси пек тулăшăн вĕсем

юнпа пĕветнĕ пĕр-пĕрне.

Туссем! Ун пек ан пулăр ĕмĕрне!

 

А.Кăлкан

Хăравçăмулкач

(Юптару)

Ваткашкăр, кĕтĕве пырса,

Каятьпĕр сурăха йăтса.

Мулкачкурать те катаран:

-Эй, тытăр, тытăр çав вăрра!

Ăнаответ тыттармалла,

Çакланчĕвăл алла! –

Тесешăв-шав çĕклет,

Тиллесвидетеле чĕнет.

-Мĕнçухăран? – тет Тилĕ Мулкача. –

Эсмар-и çав кашни каçах

Колхозсадне чупаканни,

Улмуççинекăшлаканни?

Камхывнăччĕ унта сукмак?

Епĕлмĕç терĕн-и, ухмах?

Сана,паллах,

Хăвнасуд тумалла!..

Мулкачÿкет сехĕрленсе,

Сивтытнă евĕр чĕтресе:

-Мĕскер эс, тусăм!.. Ман валли

Сахал-им,- тет, — хăва хулли?

Еăвăс хуппине тиркеп-и?

Садапитех чупман-çке эпĕ.

Тархасшăн,тусăм, ан пĕтер:

Вĕшлейытта эс ан пĕлтер.

-Юрать, — тет Тилĕ, йăл кулса,

Мулкачпарăннине туйса. –

Эс,тусăм, ÿлĕм ăслă пул:

Хăтьмĕн курсан та – алă сул.

Макансĕрлес çак Кашкăра?

Антив ăна, хуть кунсерен

Вăлсурăх йăттăр кĕтÿрен,

Анчахан тивтĕр хамăра.

Тунмастăп,эп те хăш чухне

Çÿрекелепчăх фермине.

Тытсансĕвеç те–ха тире…

-Аха!Лектертĕм халь сире!

ХалехУпа патне кайса

Паратăпкаласа…

Текехчăтса пулмасть, —

Тетхай Мулкач.

Анчахшăпах çав вăхăтра

Курахкаять вăл Кашкăра:

Кăрт-картхыçса илет пуçне,

Тÿрехчăмать тĕмсем хыçне.

Лĕх-лĕхкулса илет Тилли:

-Мулкачăнĕмĕрхи йăли…

Юптарăвавĕçлер çапла:

Пуркашкăр-тилĕ таврашне

Кăларэс тăрă шыв çине.

Антар хăравçă Мулкачла.

 

 

 

2 №-лĕ хушса пани.

 

 

 

 

 

 

3 №-лĕ хушса пани.

1№-лĕ карточка.

Схемăсемтăрăх предложени тăвăр.

1.     [Ч,…]!

2.     […,Ч, …].

3.     […,Ч]?

2№-лĕ карточка.

Предложенисеневулăр. Чĕнÿ сăмахĕсемлĕ предложенисене çырса илĕр. Чарăну паллисене лартăр.Схемăсене тăвăр.

1.Ачасемвăрман ÿстерес ĕçе пикенсех хутшăнаççĕ.

2.Тавах тăван чĕлхем сана тавах.

3.Чуна пырса тивет кашни сăмах.

4.Ай шăнкăрти çăл куçĕ санпа эп калаçам куçран пăхса.

3№-лĕ карточка.

3614 23 1 30 2 16 (юлташăм). Сăмаха вулăр. Çак сăмаха предложенире чĕнÿ сăмахĕтуса 3 тĕрлĕ предложени çырăр. Пĕринче вăл предложени пуçламăшĕнче, тепринче –варринче, виççĕмĕшĕнче – вĕçĕнче пултăр. Предложенисен схемине ÿкерĕр.

4 №-лĕ карточка. Творчествоĕçĕ.

 

Хăвăршкул çинчен кĕске реклама çырăр. Чĕнÿ сăмахĕсемпе усă курăр.

 

 

 

4 №-лĕ хушса пани

 

1._____________________________________________________________________________

сăмахсене чĕнÿ сăмахĕсем теççĕ.

2. Чĕнÿ сăмахĕсене каланă чух_________________________________, ун хыççăн кĕске _____________________пулать.

3.Чĕнÿ сăмахĕсене çырура _____________________________лартса уйăраççĕ.

4. Чĕнÿ сăмахĕсем предложенин нихăш_________________ те пăхăнмаççĕ, нимĕнле _____________  та тăмаççĕ, çавăнпапредложении _______________ пулмаççĕ.

5. Чĕнÿ сăмахĕсене кăшкăруллă интонаципекалаççĕ пулсан ун хыççăн ___________________

________________ лартаççĕ.

6.Чĕнÿ сăмахĕсем ______________________________ сăмахсенчен, ____________________

_________________________сăмахсенчен, ____________________ пулаççĕ.

 


Поделиться статьей
Автор статьи
Анастасия
Анастасия
Задать вопрос
Эксперт
Представленная информация была полезной?
ДА
59.38%
НЕТ
40.62%
Проголосовало: 1194

или напишите нам прямо сейчас:

Написать в WhatsApp Написать в Telegram

ЯТТС-Рекомендации по написанию отчета по учебной и производственной практики-Гостинечное дело

Поделиться статьей

Поделиться статьейПоделиться статьей Автор статьи Анастасия Задать вопрос Эксперт Представленная информация была полезной? ДА 59.38% НЕТ 40.62% Проголосовало: 1194


Поделиться статьей

ЮУрГУ-вопросы

Поделиться статьей

Поделиться статьейПоделиться статьей Автор статьи Анастасия Задать вопрос Эксперт Представленная информация была полезной? ДА 59.38% НЕТ 40.62% Проголосовало: 1194


Поделиться статьей

ЮУГУ-Отчет_ПП-Машины непрерывного транспорта

Поделиться статьей

Поделиться статьейПоделиться статьей Автор статьи Анастасия Задать вопрос Эксперт Представленная информация была полезной? ДА 59.38% НЕТ 40.62% Проголосовало: 1194


Поделиться статьей

ЮУГУ- Курсовой проект по электронике

Поделиться статьей

Поделиться статьейПоделиться статьей Автор статьи Анастасия Задать вопрос Эксперт Представленная информация была полезной? ДА 59.38% НЕТ 40.62% Проголосовало: 1194


Поделиться статьей

ЮУГУ-ВКР-Обеспечение требований охраны труда на рабочем месте слесаря-ремонтника 5 разряда

Поделиться статьей

Поделиться статьейПоделиться статьей Автор статьи Анастасия Задать вопрос Эксперт Представленная информация была полезной? ДА 59.38% НЕТ 40.62% Проголосовало: 1194


Поделиться статьей

или напишите нам прямо сейчас:

Написать в WhatsApp Написать в Telegram
Заявка
на расчет