Описание презентации по отдельным слайдам:
-
1 слайд
1
2015 çул – К.В.Иванов çулталăкне халалланă«Константин Иванов тата чăваш тĕнчи
(наци культурисен контекстĕнче»)Раççей шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ
2015 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕ, Шупашкар хули
-
2 слайд
К.В.Ивановăн «Шуйттан чури» хайлавне
дискусси мелĕпе вĕрентессиМосковцева Анжела Юрьевна,
Шупашкар районĕнчи
«Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул» вĕрентекенĕ.
Наука консультанчĕ:
Иванова Надежда Григорьевна -
3 слайд
Çак урок ачасене туслăх,
тăванлăх туйăмĕсене упрама,
чун тасалăхне хаклама пулăшĕ.Ачасем тавлашу урокĕнче хăйсен активлăхне кăтартни ытларах информаци пухма май парĕ, шухăшлавне аталантарĕ,
тавракурăмне ÿстерĕ. -
4 слайд
Мĕншĕн дискусси мелĕпе вĕрентмелле-ха?
Федераллă патшалăх вĕрентÿ стандарчĕпе урок темине ачасемпе учителĕн пĕрле шырамалла, пĕрле çутатса памалла, тĕпчесе пĕлмелле. Çакна тума ачасене кăсăклантармалли технологисем пулмалла.
-
5 слайд
ФПВСĕн тĕп тĕллевĕсем:
хак пани
танлаштарни
тишкерни
ăнлав патне çитни
тĕллев сăлтав çыхăнăвĕ
çирĕплетни
сÿтсе явни
ыйтăва (проблемăна) лартса ăна татса пани -
6 слайд
ДИСКУССИ ТЕХНОЛОГИЙĔ
Педагогикăн тĕллевĕ – дискуссие хутшăнакансен пĕр-пĕр ыйту пирки шухăшлама, кирек мĕнле проблемăна уçса пама пĕлмелле, ун хыççăн вара кашнин ыйтăва тĕрĕс ăнланса йĕркелемелле, тишкерÿ тумалла.
Дискусси – тĕрлĕ хирĕçтăрăва татса памалли хатĕр, хутшăнакансен пĕлÿлĕхне тата активлăхне хавхалантармалли меслет. -
7 слайд
Мĕн вăл дискусси?
Дискусси (лат. discussio — тавлашу, сÿтсе явни) — ыйтусене тавлашу элеменчĕсемпе пур енлĕн сÿтсе явни. Дискусси мелĕсем:
а) пултаруллă, тĕпчев;
б) активлă, коллективлă, ушкăнпа. -
8 слайд
Дискусси «пĕтĕмлетĕвĕ»
Ушкăн ĕçне проблемăллă ситуаципе çыхăнтарни.
Класс пĕчĕк ушкăнсене пайланать. Ушкăнсем мĕнле те пулин уйрăм ыйтăва пĕтĕмĕшле проблема пек пăхса тухаççĕ. -
9 слайд
Дискусси тапхăрĕсем
Пĕрремĕш тапхăр: кÿртĕм
проблемăна (тема) палăртни
гипотезăсем кăларса тăратни
вĕрентÿ вăхăтне палăртни
пулма пултаракан пĕр-пĕр ыйту пирки калаçса татăлни
дискусси вăхăчĕпе йĕркине палăртни
рольсене пайлани
дидактика материалĕсене валеçсе пани
проблемăллă ыйту проблемăллă лару-тăрăва куçать
-
10 слайд
Дискусси тапхăрĕсем
Иккĕмĕш тапхăр:
проблемăна ушкăнсенче сÿтсе явни
Ушкăн тытăмĕ:
Ертÿçĕ (йĕркелÿçĕ, аниматор,)
Шалти оппонент («çапла, анчах…»)
Функционер
Тишкерÿçĕ, тĕпчевçĕ (аналитик)
Протоколист -
11 слайд
Дискусси тапхăрĕсем
Виççĕмĕш тапхăр: тухăçлă калаçу
Дискусси ирттерекенсен йышĕ
«Тавлашуçă» («Спорщик»)
«Ырлакан» («Позитивист»)
«Пурне те пĕлекен» («Всезнайка»)
«Калаçма юратакан» («Словоохотливый»)
«Хăюсăр, вăтанчăк» («Застенчивый»)
«Парăнманскер» («Неприступный»)
«Нимĕнпе те интересленменскер» («Незаинтересованный»)
«Пысăк пĕлтерĕшлĕ кайăк» («Важная птица»)
«Пĕтĕмпех пĕлесшĕн» («Почемучка») -
12 слайд
Дискусси тапхăрĕсем
Тăваттăмĕш тапхăр: сÿтсе явни
пĕтĕмлетÿ
тишкерÿ
ĕç тухăçлăхне сÿтсе явни
экспертсем сÿтсе явнă ĕç тухăçлăхне тишкерни -
13 слайд
Дискуссие хутшăнакансен
мĕн пĕлмеллеКалаçма пуçличчен хăвăр мĕн калас тенине тепĕр хутчен тимлĕ пăхса тухăр.
Оппонента тимлĕ итлесе ларăр, кайран тин хăвăр шухăша калăр.
Оппонентсен шухăшĕсемпе сăмахĕсене ан улăштарăр.
Тĕрĕс, тулли хуравсем парăр.
Енчен те эсир тĕрĕс мар каларăр пулсан оппонентăн тĕрĕс шухăшне йышăнăр.
Хуравсенчен кулни, тăрăхлани ан пултăр.
Юлашкинчен пĕтĕмлетÿ тăвăр. -
14 слайд
Проблемăллă ыйтусем
Мĕн пирки трагедири сăнарсем хушшинче хирĕçÿ тухрĕ?
Трагедире укçа-тенкĕ этем пурнăçне пăснине мĕнле кăтартнă?
Шуйттанпа Пирĕштирен хирĕçле сăнарсем калăплани поэта мĕнле шухăш калама май панă?
Мĕн вăл мул?
Мулпа чун проблемине тата хăш хайлавра хускатнăччĕ?
Сирĕншĕн пуянлăх мĕнре?
Сирĕншĕн пурлăх е туслăх хаклăрах?
Пурлăх, пуянлăх пур чухне тус-тăван кирлĕ-и?
Укçа проблеми паянхи пурнăçшăн актуаллă-и? -
15 слайд
«Мул» темăпа хĕвеллĕ кластер тăвасси
тĕнчешĕн
ял халăхĕшĕн
амăшĕшĕн
арăмĕшĕн
ачисемшĕн
çыраканшăн
вулаканшăнвăй
пурлăх
пуянлăх
ырлăх
пурнăç
упăшка
ывăлĕсем
Мул
(кам? мĕн?)
Мул (кам? мĕн?) -
16 слайд
Пирĕштипе шуйттана танлаштарнă май мĕн калама пултаратăр?
-
17 слайд
Пĕтĕмлетÿ
тĕнчешĕн
ачисемшĕн
ял халăхĕшĕн
амăшĕшĕн
арăмĕшĕн
çыраканшăн
вулаканшăнангел
чун
сыхлавçă
управçă
хÿтĕлевçĕ
Пирĕшти кам?
Пирĕшти кам? -
18 слайд
Пĕтĕмлетÿ
тĕнчешĕн
ял халăхĕшĕн
амăшĕшĕн
арăмĕшĕн
ачисемшĕн
çыраканшăн
вулаканшăнусал
вăй
вăрçтаракан
хирĕçтерекен
вĕлерттерекен
Шуйттан мĕн?
Шуйттан мĕн? -
19 слайд
Пĕтĕмлетÿ
Юлашкинчен пĕтĕмлетсе çакна каламалла. Дискусси мелĕпе ачасене калаçтармалли, «чĕлхине уçса ямалли» ыйтусем хатĕрлемелле. «Сĕткенлĕ», паянхи кунпа çыхăннă, актуаллă ыйтусем пулмалла.
