X-PDF

Презентация Константин Иванов и чувашский мир

Поделиться статьей

Описание презентации по отдельным слайдам:

  • 1

    1 слайд

    1
    2015 çул – К.В.Иванов çулталăкне халалланă

    «Константин Иванов тата чăваш тĕнчи
    (наци культурисен контекстĕнче»)

    Раççей шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ

    2015 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕ, Шупашкар хули

  • К.В.Ивановăн

    2 слайд

    К.В.Ивановăн «Шуйттан чури» хайлавне
    дискусси мелĕпе вĕрентесси

    Московцева Анжела Юрьевна,
    Шупашкар районĕнчи
    «Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул» вĕрентекенĕ.
    Наука консультанчĕ:
    Иванова Надежда Григорьевна

  • Çак

    3 слайд

    Çак урок ачасене туслăх,
    тăванлăх туйăмĕсене упрама,
    чун тасалăхне хаклама пулăшĕ.

    Ачасем тавлашу урокĕнче хăйсен активлăхне кăтартни ытларах информаци пухма май парĕ, шухăшлавне аталантарĕ,
    тавракурăмне ÿстерĕ.

  • Мĕншĕн

    4 слайд

    Мĕншĕн дискусси мелĕпе вĕрентмелле-ха?

    Федераллă патшалăх вĕрентÿ стандарчĕпе урок темине ачасемпе учителĕн пĕрле шырамалла, пĕрле çутатса памалла, тĕпчесе пĕлмелле. Çакна тума ачасене кăсăклантармалли технологисем пулмалла.

  • ФПВСĕн

    5 слайд

    ФПВСĕн тĕп тĕллевĕсем:

    хак пани
    танлаштарни
    тишкерни
    ăнлав патне çитни
    тĕллев сăлтав çыхăнăвĕ
    çирĕплетни
    сÿтсе явни
    ыйтăва (проблемăна) лартса ăна татса пани

  • ДИСКУССИ

    6 слайд

    ДИСКУССИ ТЕХНОЛОГИЙĔ
    Педагогикăн тĕллевĕ – дискуссие хутшăнакансен пĕр-пĕр ыйту пирки шухăшлама, кирек мĕнле проблемăна уçса пама пĕлмелле, ун хыççăн вара кашнин ыйтăва тĕрĕс ăнланса йĕркелемелле, тишкерÿ тумалла.
    Дискусси – тĕрлĕ хирĕçтăрăва татса памалли хатĕр, хутшăнакансен пĕлÿлĕхне тата активлăхне хавхалантармалли меслет.

  • Мĕн

    7 слайд

    Мĕн вăл дискусси?

    Дискусси (лат. discussio — тавлашу, сÿтсе явни) — ыйтусене тавлашу элеменчĕсемпе пур енлĕн сÿтсе явни. Дискусси мелĕсем:
    а) пултаруллă, тĕпчев;
    б) активлă, коллективлă, ушкăнпа.

  • Дискусси

    8 слайд

    Дискусси «пĕтĕмлетĕвĕ»

    Ушкăн ĕçне проблемăллă ситуаципе çыхăнтарни.
    Класс пĕчĕк ушкăнсене пайланать. Ушкăнсем мĕнле те пулин уйрăм ыйтăва пĕтĕмĕшле проблема пек пăхса тухаççĕ.

  • Дискусси

    9 слайд

    Дискусси тапхăрĕсем

    Пĕрремĕш тапхăр: кÿртĕм
    проблемăна (тема) палăртни
    гипотезăсем кăларса тăратни
    вĕрентÿ вăхăтне палăртни
    пулма пултаракан пĕр-пĕр ыйту пирки калаçса татăлни
    дискусси вăхăчĕпе йĕркине палăртни
    рольсене пайлани
    дидактика материалĕсене валеçсе пани
    проблемăллă ыйту проблемăллă лару-тăрăва куçать
     

  • Дискусси

    10 слайд

    Дискусси тапхăрĕсем

    Иккĕмĕш тапхăр:
    проблемăна ушкăнсенче сÿтсе явни
    Ушкăн тытăмĕ:
    Ертÿçĕ (йĕркелÿçĕ, аниматор,)
    Шалти оппонент («çапла, анчах…»)
    Функционер
    Тишкерÿçĕ, тĕпчевçĕ (аналитик)
    Протоколист

  • Дискусси

    11 слайд

    Дискусси тапхăрĕсем
    Виççĕмĕш тапхăр: тухăçлă калаçу
    Дискусси ирттерекенсен йышĕ
    «Тавлашуçă» («Спорщик»)
    «Ырлакан» («Позитивист»)
    «Пурне те пĕлекен» («Всезнайка»)
    «Калаçма юратакан» («Словоохотливый»)
    «Хăюсăр, вăтанчăк» («Застенчивый»)
    «Парăнманскер» («Неприступный»)
    «Нимĕнпе те интересленменскер» («Незаинтересованный»)
    «Пысăк пĕлтерĕшлĕ кайăк» («Важная птица»)
    «Пĕтĕмпех пĕлесшĕн» («Почемучка»)

  • Дискусси

    12 слайд

    Дискусси тапхăрĕсем
    Тăваттăмĕш тапхăр: сÿтсе явни
    пĕтĕмлетÿ
    тишкерÿ
    ĕç тухăçлăхне сÿтсе явни
    экспертсем сÿтсе явнă ĕç тухăçлăхне тишкерни

  • Дискуссие

    13 слайд

    Дискуссие хутшăнакансен
    мĕн пĕлмелле

    Калаçма пуçличчен хăвăр мĕн калас тенине тепĕр хутчен тимлĕ пăхса тухăр.
    Оппонента тимлĕ итлесе ларăр, кайран тин хăвăр шухăша калăр.
    Оппонентсен шухăшĕсемпе сăмахĕсене ан улăштарăр.
    Тĕрĕс, тулли хуравсем парăр.
    Енчен те эсир тĕрĕс мар каларăр пулсан оппонентăн тĕрĕс шухăшне йышăнăр.
    Хуравсенчен кулни, тăрăхлани ан пултăр.
    Юлашкинчен пĕтĕмлетÿ тăвăр.

  • Проблемăллă

    14 слайд

    Проблемăллă ыйтусем

    Мĕн пирки трагедири сăнарсем хушшинче хирĕçÿ тухрĕ?
    Трагедире укçа-тенкĕ этем пурнăçне пăснине мĕнле кăтартнă?
    Шуйттанпа Пирĕштирен хирĕçле сăнарсем калăплани поэта мĕнле шухăш калама май панă?
    Мĕн вăл мул?
    Мулпа чун проблемине тата хăш хайлавра хускатнăччĕ?
    Сирĕншĕн пуянлăх мĕнре?
    Сирĕншĕн пурлăх е туслăх хаклăрах?
    Пурлăх, пуянлăх пур чухне тус-тăван кирлĕ-и?
    Укçа проблеми паянхи пурнăçшăн актуаллă-и?

  • «Мул»

    15 слайд

    «Мул» темăпа хĕвеллĕ кластер тăвасси
    тĕнчешĕн
    ял халăхĕшĕн
    амăшĕшĕн
    арăмĕшĕн
    ачисемшĕн
    çыраканшăн
    вулаканшăн

    вăй
    пурлăх
    пуянлăх
    ырлăх
    пурнăç
    упăшка
    ывăлĕсем
    Мул
    (кам? мĕн?)
    Мул (кам? мĕн?)

  • Пирĕштипе

    16 слайд

    Пирĕштипе шуйттана танлаштарнă май мĕн калама пултаратăр?

  • Пĕтĕмлетÿтĕнчешĕн

    17 слайд

    Пĕтĕмлетÿ

    тĕнчешĕн
    ачисемшĕн
    ял халăхĕшĕн
    амăшĕшĕн
    арăмĕшĕн
    çыраканшăн
    вулаканшăн

    ангел
    чун
    сыхлавçă
    управçă
    хÿтĕлевçĕ
    Пирĕшти кам?
    Пирĕшти кам?

  • Пĕтĕмлетÿтĕнчешĕн

    18 слайд

    Пĕтĕмлетÿ

    тĕнчешĕн
    ял халăхĕшĕн
    амăшĕшĕн
    арăмĕшĕн
    ачисемшĕн
    çыраканшăн
    вулаканшăн

    усал
    вăй
    вăрçтаракан
    хирĕçтерекен
    вĕлерттерекен
    Шуйттан мĕн?
    Шуйттан мĕн?

  • ПĕтĕмлетÿЮлашкинчен

    19 слайд

    Пĕтĕмлетÿ

    Юлашкинчен пĕтĕмлетсе çакна каламалла. Дискусси мелĕпе ачасене калаçтармалли, «чĕлхине уçса ямалли» ыйтусем хатĕрлемелле. «Сĕткенлĕ», паянхи кунпа çыхăннă, актуаллă ыйтусем пулмалла.


Поделиться статьей

Перспективное планирование Познавательное развитие

Поделиться статьей

Поделиться статьей Дата Совместная деятельность ребёнка и взрослого     месяц неделя Непосредственно образовательная деятельность Программное содержание Методическое обеспечение Реализация


Поделиться статьей

Сценарий развлечения для группы раннего возраста Осень золотая.

Поделиться статьей

Поделиться статьей Сценарийразвлечения для группы раннего возраста Осень золотая.   Цель:Создать у детей радостное настроение. Вызвать эмоциональную отзывчивость,способствовать развитию интереса


Поделиться статьей

План – конспект прогулки. Наблюдение за берёзой зимой»

Поделиться статьей

Поделиться статьей План – конспект прогулки.Наблюдение за берёзой зимой» Наблюдение за березойзимой Цели:  формировать знания обособенностях жизни деревьев зимой;  воспитывать


Поделиться статьей

Проектная работаМастера — умельцы нашего села по Индивидуальному проектуВыполнил ученик 10 класса Рахимов Артур.Руководитель проекта Галеева Р. А.с. Казанское 2022 год

Поделиться статьей

Поделиться статьей Описание презентации по отдельным слайдам: 1 слайд МУНИЦИПАЛЬНОЕ АВТОНОМНОЕ ОБЩЕОБРАЗОВАТЕЛЬНОЕ УЧРЕЖДЕНИЕ ЗАРЕЧЕНСКАЯ СРЕДНЯЯ ОБЩЕОБРАЗОВАТЕЛЬНАЯ ШКОЛАФИЛИАЛ КАЗАНСКАЯ СРЕДНЯЯ ОБЩЕОБРАЗОВАТЕЛЬНАЯ


Поделиться статьей