X-PDF

Сценарий утренник Турнир рыцарей

Поделиться статьей

«Чăвашхалăх йăлисемпе мешехисем» ярăмран… «Вăйăра»

1.                       Хĕрачасемпеарçын ачасем тытăнса вăййа тухаççĕ. Пурте чăваш тумĕпе: хĕрачасен пуçĕсенчетухьясем, чăваш тĕррипе илемлетсе çĕленĕ кĕписем, саппунсем, тенкĕсем çăкнă,аллисенче тĕрленĕ шурă тутăрсем, арçын ачасем те тĕрленĕ кĕпесем çийĕн пурçăнпиçиххисем çыхнă. Алтанах аякра купăс сасси илтĕнет. Кайран хĕрсем хулен юрланиилтĕнли пуçлать, юрă сасси вăйланса, арçын ачасем сассисемпе хутăшса, уççăнахилтĕнли пуçлать. Сцена çине вăййа тухакан ачасем тухаççĕ. Пурте юрлаççĕ:юрланăçемĕн вĕсем çавракаланса пыраççĕ.

Юрă. Хĕрсем вăййа, хĕрсем вăййа,

Хĕрсем вăййа тухсассăн,

Килет вăйă, килет вăйă,

Килет вăйă илемĕ…

 

2.                       Юрăпĕнтĕ-пĕтменех пĕр арçын ача хыттăн калать: «Вăййа пуçлар-и?». Пурте калаççĕ:«Пуçлар!».

 

Вăйă «Урам вăййи» ятлă.

Çаврака варне 4-5 ача тухаççĕ, купас сасси янраса каять.Пурте юрласа алă çупма пуçлаççĕ, варрине тухнисем юрă кĕвви майлă тĕрлĕхусканусем тăваççĕ. Юрлаççĕ: Айтăр, вăйă пуçлар-и те,

Айтăр, вăйă пуçлар-и?

Вăй выляса савнар-и те,

Вăй выляса савнар-и?

Çак сăмахсенех халĕ пурте юрласа кĕвĕ майлă ташласа яраççĕ,варринче тăракансем алă çупса тăраççĕ.

Юлашки сăсахсене каласа пĕтерсен пурте çаврăнса куçсене хупсатăраççĕ. Варринче тăракансем шăппăн пырса кам панте те пулин тутăр пырсапараççĕ. Каялла çаврăнса тăрсан тутăрлисем каллех варрине тухаççĕ, малтанвылянисем вĕсен вырăнне кĕрсе тăраççĕ. Вăйă çĕнĕсем пуçланать, анчах юрринсăмахĕсем малалла урăхла:

Ма юрлас мар, ташлас мар та,

Ма юрлас мар, ташлас мар,

Савăнăçлă ÿçнĕ чух та,

Савăнăçлă ÿснĕ чух.

Кайран каллех вăйă пуçараканнисем улшăнаççĕ, юрри теулшăнать.

Айтăр, ташă ташлар-и те,

Айтăр, ташă ташлар-и?

Ура тапса ташлар-и те,

Ура тапса ташлр-и.

Вăйă выляса пĕтерсен арçын ача хыттăн калать: «Каччăсем,айтăр хамăрăн пултаруллăха кăтартар!». «Кăтартар!», — хуравлаççĕ арçын ачасем.

 

3. «Кашăксемпе вылякансем ушкăнĕ» сцена варринче юлать, хĕрачасем айккинелле йĕркелесе алă çупса тăраççĕ. Ушкăн «Кай, кай Ивана» юранкĕввине тĕрлĕ инструментсемпе пĕррле (купăс, шакăлча, бубен, муз. виçкĕтемслĕхт. ит. те) темиçе тĕслĕ кашăксемпе выляса кăтартать. Хĕр ачасем выляса пĕтерсеналă çупаççĕ. «Маттурсем, питĕ хитрее вылярăр», теççĕ.

Тепĕр хĕр ачи çав вăхăтра «Хĕрсем, эпир те юрлар мар, ташăташлар-и!», — тет хыттăн.

 

4. Хĕр ачасем (6-8 çын) йĕркеленсе тăрса ташă пуçлаççĕ. Арçыначасем вĕсен кĕвви ташлакан çемĕ тăрăх кашăксемпе выляма пуçлаççĕ

Ташши «Чăваш хĕрĕсен ташши» ятлă.

Ташласа пĕтерсен хĕр ачасем арçын ачасем патнерех пырсайĕркеленсе калаçкаласа тăраççĕ. Пĕри çав вăхăтра: «Саланар пуль!» тесе сценахыçнелле утма пуçлаççĕ. Пурте юрлаççĕ:

Хĕрсем  вăйран, хĕрсем вăйран,

Хĕрсем вăйран салансан

Каять вăйă, каять вăйă,

Каять вăйă илемĕ.

Вĕçĕ.


Поделиться статьей

Электроэнергетика 9 класс презентация

Поделиться статьей

Поделиться статьей Описание презентации по отдельным слайдам: 1 слайд Электроэнергетика 2 слайд ТЭС Основное сырье: Уголь, газ, мазут, сланцевый газ


Поделиться статьей

Разговоры о важном

Поделиться статьей

Поделиться статьей Описание презентации по отдельным слайдам: 1 слайд 2 слайд «Готов к труду и обороне СССР» (ГТО) программа физкультурной


Поделиться статьей

Электроэнергетика 9 класс презентация

Поделиться статьей

Поделиться статьей Описание презентации по отдельным слайдам: 1 слайд Электроэнергетика 2 слайд ТЭС Основное сырье: Уголь, газ, мазут, сланцевый газ


Поделиться статьей