Пĕтĕмĕшлепĕлÿ паракан муниципаллă бюджет учрежденийĕ
«ЧăвашРеспубликин Елчěк районěнчи Лаш Таяпари
В.В.Андреевячěллě пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкул».
Аннесенкунне халалланă каç
(Класстулашĕнчи мероприяти)
5-мĕшкласра вĕренекенсем валли
Хатĕрлекенĕ:Леонтьева Ирина Анатольевна
ЛашТаяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипелитература учителĕ
Аннесенкунне халалланă каç
(Класс тулашĕнчи ĕç)
Мероприятитĕллевĕсем:
1.Атте-анненеюратма, хисеплеме вĕрентесси;
2.Ачасен илемлĕвулас хăнахăвне, таланчĕсене, çыхăнуллă пуплевне аталантарасси.
Ĕç хатĕрĕсем:
1.Аннесенсăнÿкерчĕкĕсем;
2.Вĕсен ĕç-хĕлнесăнлакан ÿкерчĕксем;
3.Анне çинчен юрă,Г.Н.Волков портречĕ.
4. Анне çинченваттисен самахĕсем.
Ваттисенсăмахĕсем. Доска çине çырса хумалла.
Анне – чи хакли.(Марисен ваттисен сăмахĕ)
Анне калани – Турăкалани . (Мордвасен ватттисен сăмахĕ)
Çемьере анне пулни– мул. (Китайсен ваттисен сăмахĕ
Аçупа аннÿнехисепле, хăвнах ырă пулĕ.
Аçу-аннÿ пур чухнепыр та тутă, çипуç та питĕ.
Атте-аннерен хаклиникам та çук çак тĕнчере.
Атте-анне ятнеярас мар.
Амăшĕ епле, хĕрĕ çапла.
Ашшĕ-амăш сăмахнеитлемен ача хăй пуçне çухатать.
Ачаш ача ашшĕпеамăшне йывăртарах.
Ĕç юхăмĕ.
Анне çинчен юрăянăрать.
Вĕрентекен.Камçинчен юрă янăрарĕ?Кам юрлать?
Вĕренекен.Аннеçинчен юрă янăрарĕ. Ăна Светлана Яковлева юрлать. Юрăçă амăшне питĕ юратни çинчен юрлать.
Умĕнкалани.
Аннесенкунĕ, РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 1998 çулхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнчеçирĕплетнĕ тăрăх, чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче ирттереççĕ.
Кашни çыншăн:учителĕн, рабочин, тухтăрăн, космонавтăн, президентăн – чи çывăх та юратнăçынни пур. Сирĕн те пур. Кам-ши вăл? Паллах, вăл пирĕн анне. Аннесĕр пурнăçкичем, аттесĕр çутă мар. Çаванпа та атте-аннене, çывăх тăвансене хисеплесепурăнасчĕ, вăхăтĕнче вĕсене тав тума пĕлесчĕ, нихăçан та кÿрентерес марччĕ.
Вырăсчĕлхинчи «мать» сăмах чăвашла амăш тесе куçать, анчах тăван амăшне вара чăвашурăхларах – анне, апи тесе чĕнет. Анне, апи, амăш чăвашсемшĕн таса, сăваплăсăмахсем пулнă. Амăшĕ умĕнчи тивĕçĕ çинчен чăвашсем çапла каланă: «Аннÿне кашникун хăвăн ывăç тупанĕ çинче пĕçернĕ икерчĕпе хăналасан та вăл хăвна ырă тунине,унăн ĕçне хăвăн ĕçÿпе тÿлесе татаймастăн». Анне çинчен сахалмар сăвă-юрă хывнă.
Г.Н.Волковăн«Анне пехилĕ» сыпăка пăхмасăр илемлĕн вулани.
Кашниçынна тенĕ пекех пил сăмахĕ калатчĕ анне: «Ман пек телейлĕ пулăр!» Пĕр вĕçĕмсĕрçак сăмаха калатчĕ. Телейĕ мĕнре пулнă-ши аннен, мăнтарăн? Кану мĕнне пĕлмесĕрĕмĕрне ирттерчĕ. Канас вырăнне ĕçне кăна улăштаратчĕ. Йывăр ĕçе вĕçлесенарлатчĕ, çыхатчĕ, тĕрлетчĕ, куматчĕ, тĕртетчĕ, çĕлетчĕ… Çапла канатчĕ те –каллех йывăр ĕç тума пуçлатчĕ…
Мăнкунаяланах – çĕнĕ кĕпе, вĕр-çĕнĕ йĕм (хăш-пĕр чух ăна шăлавар тени те пулнă),шап-шурă чăлха (тăларан атă çĕленĕ пек çĕленĕ), пăхăр тĕслĕ мар, ылтăн тĕслĕçăпата. Пăхăр тĕсли вăл – хурама пушăтĕнчен, пит шанчăклах мар, йĕпе тивсен –типет те хытса каять, урана ыраттарать.
Кĕпи,кĕпи мĕнле хÿхĕм тата! Тĕртмелли çиппине асамат кĕперĕнчен арламан-ши? Темле…Анчах та аннеçĕм-аннем пĕлĕтпе çыхăннине сиснех ĕнтĕ паллах. Сенкерпе хĕрлĕхĕреслетсе хурапа уйăрнине – йĕлен тĕрри тетчĕç…
Пĕçернĕçĕр улмирен нимĕр тÿнĕ, унта симĕс сухан, ăшаланă кантăр вăрри çăнăхĕ хушнă. Кута çитмен-ха, услам çу янă та, кайран сĕрнĕ те. Çак тĕнче тутлăлăхне ырашикерчĕ çине (пирĕн енчилле: ыраш капăртми) пÿрне хулăнăш сĕрсе хунă…
Эпĕхам ачаллах чустаран пĕр çирĕм тĕрлĕ апат хатĕрлеме пултарнă…
Эпĕаннене аса илетĕп те – вăл мана чăваш халăх амăшĕ пек туйăнса каять. Пилпе,пехилпе çыхăнман пĕр япала та пулман иккен ун. Пирĕн кĕпе-йĕм, апат-çимĕç,савăт-сапа – чунлă тейĕн. Ырă кăмăлпа пил-пехил чун кĕртеççĕ пулас…
Аннетĕк таврашне хыттинчен иртсе тасатса çĕнĕ минтер тăватчĕ. Ун çине пуçа хурсавыртсан – пуç ыратни иртетчĕ. … … … Анне анннех çав. Ăна çÿлти Турăпатанлаштарни – вырăнсăр мар пуль…
«Манпек телейлĕ пулăр!» — тенине те ăнланма пулĕ те, пулмĕ те. Вăрман каснă, вуттурттарнă… Вăрçă вăхăтĕнче мĕнле чăтнă-ши? … Пĕр çул çеç вĕренкеленĕ пулсан таанне аслă турханла шухăшла-шухăшла питĕ ăслă калаçатчĕ. … Аннерен ĕмĕрне пĕрусал сăмах та илтмен. Нихăçан никампа ятлаçман. …
…Виличченçичĕ çул маларах анне пехил хутне çырса хунă: «Пехил пурне те. Ку курăка эпĕвилсен пуç айне хурăр. Сирĕн аннĕр. Каçарăр мана». Анчах та кăшт шухăшланăхыççăн пĕчĕк хучĕн тепĕр енне тата хушса çырса хунă: «Манăн упăшка енчен те,хам енчен те тăвансем нумай пулчĕç – пит лайăх пурăнтăмăр. Пурте каçарăр, пурнете пехил. Ял-йышсем, пурте каçарăр. Сывă пулăр. Чуп туса уйрăлатăп».
«Манпек телейлĕ пулăр!» — аннен пĕр вĕçĕмсĕр калакан çак пехилне халь тин ăнланмапулассăн туйăнать вăл çырни тăрăх.
Вĕрентекен. ГеннадийНикандрович хăйĕн амăшне питĕ юратнă, хисепленĕ. Аякри çĕрсенче пурăннă чух такăшт пушă вăхăт тупăнсанах вăл тăван килне çыру çырма васканă.
2.Г.Н.Волковăн «Анне яшки – чи тутли» калавĕ тăрăх инсценировка лартни.
Вылякансем:Петĕр, Микула, Ванюк, Унтри, Çеруш, Кирук, Ваçук. (Пĕр класра вĕреннĕтуссем).
Пĕрлевĕреннĕ çичĕ тус вăтăр çул иртнĕ хыççăн тĕл пулать. Пĕр класра ларнăскерсемшĕнку тĕлпулу чăн-чăн уяв. Пĕр-пĕрне пăхса ытараймаççĕ. Харпăр хăй пурнăçĕ çинченкала-кала параççĕ.
Микула.Пĕлетĕр-и, эпĕ кăçал чаплă машина туянтăм, манăн сĕтел-пукан та Японирекăларни.
Ванюк. Манăнхваттер кермен пек, евроремонт турăмăр.
Унтри. А, манарăм… чи юлашки модăпа тăхăнса çÿрет!
Çеруш. Мандачăра çичĕ тинĕс леш енчи чечексемпе улма-çырла ÿсет.
Ваçук. Эпĕ кăçал100 пин тенкĕ преми илме тивĕçлĕ пултăм!
Кирук. Ман кĕрÿтаçти ют çĕр-шыва командировкăна кайнă та тем те пĕр туянса килнĕ!
Асаилеççĕ, кулаççĕ, савăнаççĕ, каллех мухтанма пуçлаççĕ.
Микула. Эпĕ пилĕкçĕр пин выляса илтĕм!
Ванюк. ПирĕнИван пичче кăçал хĕрне качча пачĕ , çав тери чаплă туй турĕç!
Унтри. Эпĕ вара…служба картлашкипе çÿлерех хăпартăм, кĕçех министра çитĕп.
Ваçук. Манăнкирлĕ çыхăнусем пур.
Кирук. Эпĕ нумайпулмасть Египетран, Хĕрлĕ тинĕ хĕрринчен таврăнтăм.
Çеруш. Ман темте пур…
Сасартăккурах каяççĕ: вĕсенчен пĕри килнĕренпех шăпăрт ларать. Ытттисем каланине тимлĕнитлет те сайра-хутра тута хĕррипе кулса илет.
Петĕр. (шăппăн)Ачалăхăмри юлташăмсемех лараççĕ-ши кунта? Вĕсем маншăн ют-и е эпĕ вĕсемшĕн ют?
Тинехпурте куçĕсем Петĕр çине тĕллеççĕ, вăл мĕн каласса кĕтеççĕ.
Петĕр. (Пăлханмасăрлăпкăн çеç çапла каласа хурать). Анне мана паян салма яшки пĕçерсе çитерчĕ. Шăпачалăхри пеккине. Шăрши те çавах. Тĕсĕ те. Анне хăй те улшăнман. Ватăлнă, паллах,анчах малтанхи пекех илемлĕ те ырă чунлă. Яшкине тăм чашăка ярса пачĕ. Хĕррипетанах. Мĕнле упраса хăварнă-ши çав чашăка? Ĕмĕрхискер вĕт. Аттеренех юлнă йывăçкашăка туртса кăларчĕ..
Килте тунăскере.Аттен аллисем ылттанччĕ.
(Юлташĕсемшыв сыпнă пек шăпăртланнине асархасан хайхискер самахне малалла тăсать).
Тĕлĕнмелле аннеманăн… Халĕ те ача вырăнне хурса пахать. Тавах ăна: эрне тутă çÿрĕп. Ачалăхăмрияшкана çинипех тăранса лартăм. Чуна – канлĕх, ÿт-пĕвĕме вăй кĕнĕн туйăнчĕ.
Петĕр. (калаçмачарăнса какăр туллин сывласа илчĕ те çапла хушса хучĕ). Манăн анне халĕ тесывах. Мĕн тери телей ку!
Вĕрентекен.Пирĕн çумра анне пулни, чăннипех те, телей. Анне пулмасан хĕвел те ăшăтмасть,уйăх та çутатмасть, чечек те çеçке çурмасть.
Синквейнçырни.
1. Анне
2. Ĕçчен,ырă
3. Юратать,ĕçлет, вĕрентет
4. Ырă,ĕçчен анне пире юратать, ĕçлеме вĕрентет.
5. Пурнăç.
Вĕрентекен.
Татааннене мĕнпе танлаштарма пулать-ши? (Анне вăл маншăн хĕвел.)
Акă сирĕн умрахĕвел. Унăн пайăркисем пур. Халĕ ачасем сиртен кашни пĕрерĕн тухса пĕрпайăркине туртса илет те вулать. Мĕнле ĕç хушнине пурнăçламалла.
1.Ваттисенсăмахĕсем
2.Аннеçинчен юрă
3.Анненехалалласа çырнă сăвă е вĕреннĕ сăвă.
4.Кластер(Анне – мĕнле? Хитре, тирпейлĕ, хаваслă, ĕçчен, маттур, ырă, чăтăмлă, ăслă)
5.Кластер(Анне мĕн тăвать? Ĕçлет, вĕрентет, тирпейлет, çыхать, пĕçерет
6.Аннесăнласси Манăн аннене Мария Петровна тесе чĕнеççĕ.
7.Кампире ачашшăн лăпкать пĕчĕкрен, чипер çын тăвасшăн çунать чĕререн, кам пултăрпĕлеççĕ пурте вăл камне. Кам-ши вăл?
8.Аннесенехалалланă уяв. (Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ)
9.Ваттисенсăмахĕсем
10.Юрă
11.Санăнаннÿ хăçан тата ăçта çуралнă?
12.Аннеюратнă апачĕ, уявĕ
Пĕтĕмлетÿ:
Амăшĕн ăшшинетуйса, унăн ырă сăмахĕсене итлесе ÿснĕ çын чăннипех телейлĕ. Мĕншĕн тесен аннеюратăвĕ вăл- нихçан сÿнми юрату, ачисен çул-йĕрне, пурнăçне ялан çутатакан, ырăкун-çул пиллекен юрату. Пархатарлă ачисемшĕн вара анне — чи хаклă, чи çывăхçын.
Аннерен хакли нимĕн те, ниçта та, нихăçанта пулмĕ.