Урок«И.Я.Яковлев – аслă вĕрентекен».
Класс: 4
Урок теми: И.Я.Яковлев–аслă вĕрентекен
Тĕллев:
1. И.Я.Яковлевǎнĕçĕ-хĕлĕпе тата пурнǎçěпепаллаштарасси, калавĕсен пахалǎхне хаклама вĕрентесси;
Задачисем:1.Çыхăнуллăпуплеве, шухăшлава, тимлĕхе аталантарасси2.Чаваш культурипе историне упрама тата хисеплеме верентесси.
Урокракирлĕ хатĕрсем: И.Я. Яковлев çинчен туса хатĕрленĕпрезентаци; дидактика материалĕ.
Урок юхăмĕ:
1. Класа йĕркелени
Вĕрентекен: Пĕтĕм класс шăпланчĕ
Парта хушшинче.
Вулама пĕлетпĕр,
Шутлама, çырма.
Пурте вĕренетпĕр
Тăрăшсакуллен
2. Урокăн темипе, планĕпе кĕскенпаллашни.
Вĕрентекен: Халǎхшǎн вǎл тунǎ сас палли,
Ачасемвалли букварь кǎларнǎ.
Пирěншěн,пулас ǎру валли,
Ялсенчешкулсем уçса хǎварнǎ.
Ачасем,эсир ăнланса илтĕр пулĕ, кам çинчен калаçăпăр-ши паян?
Ачасем: Иван Яковлевич Яковлев çинчен калаçăпăр.
Вĕрентекен: Тĕрĕс. Паянхи урок теми — И.Я.Яковлев –аслăвĕрентекен.
Паян эпир сирĕнпе И.Я.Яковлев пултарулăхĕ çинчен калаçăпăр. И.Яковлев калавĕсене вуласа тишкертĕмĕр, эсир мĕнлеастуса юлнине тĕрĕслесе илĕпĕр. Сирĕн паян хăвăр мĕнле калаçма пултарнине,вулама пĕлнине, ушкăнпа ĕçленине кăтартмалла. Урок вĕçĕнче сирĕнпе пĕтĕмлетÿтăвăпăр.
3.И.Я.Яковев пурнăçĕпа пултаруллăхĕ
1ача: Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне çуттакăлараканĕ. Вăл чăваш халăхěн йывăрпурнăçне лайăх пĕлнĕ, вěсене вěрентесшěн, çутта кăларасшăн тăрăшнă. Пирĕн аслăвĕрентекенĕмĕр тăван халăхшăн питĕ нумай ĕç тунă: чăваш çырулăхне тунă, литературине аталанмаçул уçнă,букварь хатĕрленĕ, ачасем валли калавсем çырнă, шкулсемуçнă.
Эпирăна асра тытатпăр.Кашни çул И.Я.Яковлев çуралнă кун Чăваш чĕлхи куннеуявлатпăр.(1 сл.)
2ача: Иван Яковлевич Яковлев 1848 çулта апрелĕн 25- мĕшĕнче Тутарстанăн Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă.
Ачалахĕ унăн йывăр пулнă.Çуралсанах тăлăха юлнă. Ăна усрава ĕçчен Пахом çемьи илнĕ. Ача тăван марçемьере те ют çын пулман, ăна юратнă, ĕçчен çын пулма вĕрентсе ÿстернĕ. Вăлнимĕнле ĕçрен те хăраман, суккăр Пахом аслашшĕне çавăртса çÿренĕ, ашшĕпе пĕрлехирте ĕçленĕ. Çитĕнсессĕн хăйне усрава илнĕ çемьене ырăпа çеç аса илнĕ.(2 сл.)
3ача: Иван Яковлевич Яковлев 8 çула çитсен ăна удельниучилищине илнĕ.Унта чăваш ачисене вĕренме йывăр пулнă, мĕншен тесен вăл вăхăтраачасене шкулсенче вырăс чĕлхипе кăна вĕрентнĕ. Иван Яковлевич Яковлев питĕтăрăшса вĕрентекеннĕ , вĕрентекенсем ăна мухтанă. Арçын ача вырăслапĕлмен. Тăрăшса вĕреннипе часах вырăс чĕлхине ăнланма пуçланă.
4ача: ИванЯковлевич Яковлев лайăх пĕлнĕ: халăхаçутта кăларас тесен унăн хăйĕн пысăк вĕреннĕ çын пулмалла. Çавăнпа та май пуртаран кулленех вĕренме тăрăшнă вăл…1866-70 çулсенче Иван Явовлев Чĕмпĕрти классика гимназийĕнче вĕреннĕ, ун хыççăнХусанти университетра вĕреннĕ. Чăваш халăхне вулама, çырма вĕрентес ырă, çутăĕмĕт И.Я.Яковлевăн çамрăк чухнех çуралнă. Университетра вĕреннĕ вăхăтраюлташĕсемпе чăваш алфавитне йĕркеленĕ, букварь çырнă, шкулсем уçнă. И.Я.Яковлевачасем валли нумай калавсем, юптарусем çырнă.(3сл.)
5ача: 1871 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ уçăлать. Шкула «пирвайхичăваш университечĕ» тени те тĕл пулать. Çак шкулта вĕреннĕ паллă çынсем: ТайăрТимкки, Фёдор Павлов, Степан Максимов, Иоаким Максимов-Кошкинский, ВаççаАниççи, Трубина Мархви тата ыт.те. Вĕсем пурте халăхăмăр умĕнче яваплăха туйсатăнă, хăйсен ĕçĕсенче ырă йĕр хăварнă. Кун çинчен чăваш халăхĕ нихçан таманмĕ. (4 сл.)
Шупашкар хулинче И.Я.Яковлевăн палăк пур, унăн ячĕпехисепленсе тăракан музей, педагогика университечĕ, шкулсем, урамсем. (5 сл.)
Вĕрентекен: Халĕ харпăр хамăр пĕлĕве çирĕплетсехăварăпăр.
Тесттăватпăр.
Кану саманчĕ:
Вăранчĕ çеçпĕлвăрманта,(алăсемпекарнаççĕ)
Ларать илемлĕн курăнса. (алăсем пилĕк çинче,пĕр-пĕрин çине авнăнса пăхса илетпĕр)
Лĕп çил хă(й)нченхăйвăтанса,(алсене сарса)
Вылять унпа ачашланса. (ал çупса,урасмпе тапăртатса илетпĕр)
4. И.Я.Яковлев калавĕсем
Вĕрентекен: Ачасем, чăннипех те эпир çакăн пек пултаруллă çын умĕнче пуçăма тайма тивĕçлĕ. Ырра усалтан уйăрма, çак пурнăçа хакламапире И.Я.Яковлев калавĕсем пулăшаççĕ.
Ачасем, аса илер-ха Иван Яковлевăн эпирвуланă хайлавĕсене.
(ачасем хуравлаççĕ)
Малалла сирĕн пултарулăхăра тата вуланинемĕнле ăнланнине тĕрĕслетпĕр. Пантомима. Сирĕн вуласа тухнă калавра мĕн çинчен каланине хусканусемпе туса кăтартмалла.
(ачасем выляççĕ)
Вĕрентекен: вĕрентекенĕмĕр çырнă хайлавсем пире м мĕнле пулма вĕрентеççĕ?
Ачасем: ИванЯковлев çырнă хайлавсем ĕçе юратма, чăнлăха мала хума, çынпа ырă пулма, пĕр–пĕрне хисеплеме вĕрентеççĕ.
Вĕрентекен: Тĕрĕс. Маттур,ачасем!
Вĕрентекен: Халĕ çакăн пек ĕç туса ирттерĕпĕр. Панăваттисен сăмахěсем Иван Яковлев çырнă хăш хайлавра тěл пулаççě-ши,карточкăсемпе ěçлетпěр?(Мăшăрпаĕçлесси)
5.« Чăваш халăхне» халал
Вĕрентекен: И. Я. Яковлев ĕçĕсене каласа пĕтерейместĕн.Чаплă ăславçă, ăслă учитель историллĕ ĕçсем те чылай тунă. И. Яковлев чăвашхалăхĕ валли çырнă халал кашни çыншăн пысăк та тарăн пĕлтерĕшлĕ.. Кашнисăмахра, кашни йĕркере ун чĕри канăçсăр тапни сисĕнет. «Сирĕншĕн эпĕ чун-чĕрененумай ырттарнă, халĕ те сирĕн çинчен шухăшлатăп, çавăнпа эпĕ хамăн халалракашни юлашки ĕмĕтĕме калатăп», — тесе çырнă вĕрентекенĕмĕр.
Вăл Халалта 6 пысăк ĕç чăвашсен пурнăçĕнче тĕп вырăнтатăнине палăртса хăварать. (6 сл.)
(ачасем каласа параççĕ)
Вĕрентекен: Ачасем,эсир пурте пултаруллă,маттур. Халĕ сирĕн хăвăр пултаруллăха кăтартса памалла,И. Я. Яковлева пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕре,кĕске çыруçырмалла.Эпир тăван чĕлхене манманнине, чăваш çĕрнесавнине çырса плтермелле
(2 ушкăнпа ĕçлеççĕ)
Ачасем çырусене вулаççĕ
6.Урокапĕтĕмлетни
Вĕрентекен: çакăнпа пирĕн урок пĕтмелли вăхăт çитсе пырать.
Ҫакурокра ,ачасем,тата мĕн çĕнни пĕлтĕр?
(Ачасемхуравлаççĕ)
7.Рефлекси
Вĕрентекен: Ачасем, эсир çак урокра пурте питĕ тăрăшсаĕçлерĕр. Тен кама та пулин паянхи урокра кăшт йывăртарах та пулчĕ пуль, анчахта эсир йывăрлăха çĕнтерейрĕр.
Хăш ĕçсемсире ытларах килĕшрĕç? Хăшĕсем кăмăла каймарĕç?
(Ачасемхуравлаççĕ)
Паянхиурока мĕнле кăмăлпа вĕçленине чăваш юманĕ çинче кăтартса парăр.
– симĕсçулçă – урок килĕшрĕ, нумай çĕнни пĕлтĕм ;
— сарăçулçă – пурне те ăнланса çитереймерĕм;
-хĕрлĕ çулçă –ĕçсем йывăр пулчĕç.
8.Ачасенпĕлĕвне хакласси:
Вĕрентекен: паянхи урокра ачасем эсир пуртетăрăшса ĕçлерĕр. Маттурсем!
9.Килеěç: И.Я.Яковлев калавĕтăрăх (суйласа илсе) ӳкерчĕк тăвасси
10.Урок вěçě
1 ача: Сарăхĕвел пăхса кулать,
Атăл çинче шевле вылять.
Çĕр—пин юрă çĕр—шывĕнче
Пире савать çутă тĕнче.
2 ача:Йывăрлăха çĕнсе пырар,
Пуласлăха никĕс хурар.
Пилленĕшĕн ырă шăпа
Тав тăватпăр халь Улăпа.
Ăнăç тупар ăса пухса –
Вăл хушнă пек çутта тухса.
3 ача: Çавçутă – пĕлÿлĕхçути.
Шăтса чăшăл тухрĕ калча.
Тĕшши тулчĕ, кĕчĕ тутти.
Тайма пуç Иван Якăльча.
4 ача: ИванЯковлева манмастпăр,
Усратпăр халăх асĕнче,
Ăна сума суса юрлатпăр
Хамăр чăваш çĕр—шывĕнче.
Вĕрентекен: Паянхи урока манăн И.Я.Яковлев сăмахĕсемпе вĕçлескилет:
«…Пĕр-пĕринпе сапăр пулăр, çукшăн-пуршăн чашкăрса çӳресрен, харкашасран аяккатарăр. Çăлаканăн аслă сăмахне асра тытăр. Вăл каланă: хăвăр тăшманăрсене теюратăр, тенĕ. Пĕр-пĕрин сăмахне тăнласа пурăнни, пĕрне-пĕри ырăлăх туса тăнипурнăçа хăват парать.»
Пурне те тав! Тепре тел пуличчен!
Автор:Голубинская Е.Н.
Приложение1
Урокра усă курмаллиматериалсем
Тест:
1.И. Я. Яковлев çуралнă ял Кăнна Кушки халĕ хăш республикăра вырнаçнă?
а)Тутарстан; ă) Чăваш Республики.
2.И.Я.Яковлевхăçан çуралнă?
а)1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче; ă) 1948 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче.
3.Пĕчĕк И.Я.Яковлева усрава илекен суккăр çынна мĕнле чĕннĕ?
а)Пахом; ă) Микула
4.Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ паллă çынсем:
а)Тайăр Тимкки, Трубина Мархви,К.Иванов ă) Тайăр Тимкки, ТрубинаМархви,П.Хусанкай
5. Шупашкар хулин И.Я.Яковлев ячĕпеçыхăннă паллă вырăнĕсене палăртăр.
а) Шкул, урам, лавкка, театр; ă ) палăк, институт, музей, проспект, библиотека;
6 И.Я..Яковлевçырнă хайлавсем:
а) «Лаша шырани», «Чакак», «Автан» ă)«Лаша шырани», «Чакак», «Автан», «Нарспи»
Карточка:
Ваттисен сăмахěсем |
Калавсем |
Çăкăр-тăçвар хире-хирěç |
|
Çын аллинчи кукăль пысăккăн курăнать |
|
Нумай хапсăнсассăн нимěнсěрех тăрса юлăн |
|
Шывăн турачĕ çук |
|
Туман тихан пилĕкне ан хуç теççĕ |
|